Улатӑр тӑрӑхӗнче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине унччен хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта ҫӑлавҫӑсене, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене янӑ. Пӗтӗмпе - 68 ҫын.
Иртнӗ талӑкра Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнине палӑртнӑ. Унчченхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах. Норма 633 сантиметр пулмалла тӑк халӗ 560 сантиметр.
Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене эвакуацилеме Алтышево тата Чуварлей шкулӗсенче вӑхӑтлӑх пункт хатӗрленӗ.
Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур.
Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха.
Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать.
Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче Куйбышев урамӗнчи харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм электропралукран тухнӑ.
Шел те, пушарта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен ватӑ хӗрарӑм пушартан тухайман.
Паян ирхи 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Кӑшмаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пушарта 53 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ведомство ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.
Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн "сарӑ" шайӗ пулассине пӗлтерет. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине тӗтре карса илӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 500 метртанах нимӗн те курӑнмӗ.
Паян ҫӗрле 18-23 градус сивӗ пулӗ, хӑш-пӗр вырӑнта - 25 градус таранах. Сывлӑшри нӳрӗк - 80 процент.
Асӑрханӑр: ҫул ҫинче пӑрлак.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 41-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте газ сирпӗнни пирки пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Ун чухне кил хуҫи килте пӗчӗк ачипе пулнӑ. Хайхискер яшка пӗҫерме лартнӑ, вӑл вара вӗресе тӑкӑннӑ. Шыв ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ.
Арҫын унччен чӑтса ирттернӗ чире пула газ шӑршине туйман, вӑл тепӗр конфоркӑна чӗртнӗ. Газ сирпӗннӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри балкон чӳречисем арканса тухнӑ. Тӗпелте чӳрече каррисем ҫунма пуҫланӑ. Кил хуҫин пичӗ кӑшт пиҫсе кайнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ. Ача шар курман.
Республикӑра сиренӑсем мӗнле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗрӗслев планпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра янӑрӗҫ. "Внимание всем!" - ҫапла сӑмахсем янӑрӗҫ ун чухне.
Сӑмах май, сиренӑсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран тухнӑ. Пушар стенана сиенлетнӗ.
Ҫак ялти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗ мар. Вӑл 1979 ҫултах хута янӑскер.
Кӑҫал ҫулла ЧР Сывлӑх министерстви ҫак ФАПа юсаса ҫӗнетессине пӗлтернӗ. Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |